Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Красноармейски районӗ

Раштавӑн 17-мӗшӗнче Красноармейскинчи халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче районти «Юрла, тӑван!» фестиваль иртрӗ, пултарулӑх ушкӑнӗсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Вӗсен шутӗнче аслисем те ачасем те пулчӗҫ. Ушкӑнсем пуҫсӑр уйрӑм юрӑҫсем те хутшӑнчӗҫ.

 

Пултарулӑх ҫуртне килнӗ хӑнасене ҫак ушкӑнсемпе юрӑҫсем хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарчӗҫ:

* районти халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ ҫумӗнчи «Трак ен» ятлӑ фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Никоноров Н.М.);

* Чатукасси канупа вӑйӑ центрӗ ҫумӗнчи «Телей» ятлӑ фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Николаева В.А.);

* Шывпуҫри канупа вӑйӑ ҫурчӗ ҫумӗнчи «Кӑйкӑр» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Егорова Л.П.);

* Упинчи канупа вӑйӑ ҫурчӗ ҫумӗнчи ача-пӑча фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫисем — Борисова Г.В., Васильева В.В.);

Курма килнисене уйрӑмах «Телей» ушкӑнпа пӗчӗк Марина Ефимовӑн (5 ҫулта, Чатукасси канупа вӑйӑ центрӗ) тата Геннадий Гурьевӑн юррисем кӑмӑла кайрӗҫ.

Малалла...

 

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Красноармейскинче черетлӗ 11-мӗш «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестиваль иртрӗ.

 

Фестивале Красноармейски районӗн администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Н.И. Антонов уҫрӗ. Тивӗҫлӗ ҫынсене тӗрлӗ хутсемпе парнесем парса тухнӑ хыҫҫӑн концерт пуҫланчӗ. Конкурса хутшӑнакансем 4 сехет хушшинче 40 юрӑ патнелле юрласа пачӗҫ — пурин те тенӗ пекех пӗрремӗш вырӑна йышӑнас кӑмӑл пысӑк пулчӗ.

 

Те вӗсен районӗнчи ушкӑнсемпе юрӑҫсем пӗрремӗш вырӑна йышӑнманнине пула, те урӑх сӑлтава пула ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсене вӗсен сайтӗнче тупма йывӑр. Мӗнех, шыраса пӑхар.

 

* Чи чаплӑ хор произведенийӗ: ку номинацире кам мала тухни паллӑ мар;

* Вокал ушкӑлӗ валли ҫырнӑ чи чаплӑ произведени — маларах асӑнтӑмӑр ӗнтӗ, ку номинацире Шупашкар районӗнчи Анатолий Печников ҫӗнтернине;

* Пӗччен юрлакан валли ҫырнӑ чи чаплӑ произведени: кунта кам мала тухни паллӑ мар;

* Ача-пӑча валли ҫырнӑ чи чаплӑ произведени: кунта тахӑшӗ малал тухнӑ ӗнтӗ, паллӑ мар;

* Халӑх юррине чи лайӑх илемлетни: ку номинацире те кам мала тухни паллӑ мар;

* Чи лайӑх юрлакан хор: тахӑш хорӗ лайӑхрах юрланӑ ӗнтӗ.

Малалла...

 

Кая юлса та пулин ҫак хыпара сире пӗлтерес: паян (пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче) Красномармейскинчи Халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» кункурсӑн иккӗмӗш пайӗ иртет. Вӑл шӑп та лӑп 18 сехетре паян пуҫланнӑ. Конкурса Шетмӗпе Ҫавал юханшывсем тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ районсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнаҫҫӗ Вӑл тӑрӑха Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Красноармейски, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш районӗсем кӗреҫҫӗ — ҫур республика!

Конкурсӑн пӗрремеш пайӗ иртнӗ ӗнтӗ — вӑл кашни районта пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ. Кашни районтан чи лайӑх ушкӑна суйласа илсе вӗсене иккӗмӗш пайне кӗртеҫҫӗ.

Малалла...

 

Красноармейски районӗнче ҫулталӑк вӗрентевҫине 1992 ҫултанпах суйлаҫҫӗ. Унтанпа нумай вӑхӑт иртрӗ — кашни ҫул чи лайӑх вӗрентевҫӗне суйлама районти вӗрентӳ системин чи лайӑххисем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Чи сумлисенчен ыттисем яланах вӗренме, вӗсен шайне ҫитме тӑрӑшаҫҫӗ.

Кӑҫалхи конкурс «Ҫирӗп кӗлеткере ҫирӗп ӑҫ» ятпа иртрӗ. Конкурса ҫавна май ҫак тӗллеве ҫирӗп тытса пырса верентекен вӗрентӳҫӗсем хутшӑнчӗҫ. Пурӗ районти 9 шкултан пулчӗҫ вӗсем.

Пушӑн 28-мӗшӗнче вара район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн информаципе методика пӳлӗмӗнче конкурса пӗтӗмлетсе унта хутшӑннӑ вӗрентӳҫӗсене саламларӗҫ.

* Алманч шкулӗн пуҫламӑш классен вӗрентӳҫи Антонина Леонидовна Николаева «Шыраса тупнӑ методика» номинацире ҫӗнтерчӗ.

* Красноармейскинчи 2-мӗш шкулта математикӑна вӗрентекен Надежда Владимировна Андреева «Пултаруллӑ проект» номинацине тивӗҫрӗ.

* Пикшик шкулӗн пуҫламӑш классен вӗрентӳҫи Наталия Эдуардовна Тихонова «Педагогика импровизацийӗсем» номинацине тивӗҫрӗ.

Малалла...

 

Шупашкар хулин 60-мӗш шкул этнографи музейӗнче паян Чӑваш халӑх академийӗн чӑваш пайӑр ятсемпе ӗҫлекен уйрӑмӗн черетлӗ ларӑвӗ-семинарӗ пулчӗ. Калаҫу Академине ҫӗнӗ членсене илесси пирки пулчӗ, вӗсем хӑйсемпе, ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Шкул этнографи музейӗн ертӳҫи Людмила Аркадьевна Федотова экспонатсемпе усӑ курса тӗрлӗ электронлӑ презентаципе паллаштарчӗ. Музей 8 ҫул тултарнӑ ятпа пухӑннисем пурте тенӗ пекех парнесемпе килнӗ. Анатолий Абрамов журналист-фотограф ӳкерсе пычӗ, Галина Вастрюкова радиожурналист ятарлӑ передача валли материал ҫырса хатӗрлерӗ. Шкул ачисем илемлӗн каласа парса музей экспоначӗсемпе паллаштарчӗҫ. Ҫитес ларӑва Красноармейски районӗнче ирттерме палӑртрӗҫ. Чӑваш Халӑх Академийӗн президенчӗ Петр Таллеров пурне те тав турӗ.

 

Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упи ялӗ 707 ҫул тултарнӑ май уява чӗнет! Уяв 10 сехетре стадионра пуҫланӗ.

 

Ку ялтан нумай ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тухнӑ: Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ, Тава тивӗҫлӗ вӗрентекен И.Н.Никифоров, I-мӗш Патшалӑх Думин депутачӗ Я.А.Абрамов, Денин орденӗн кавалерӗ, СССР Аслӑ Канаш депутачӗ К.И.Горина, тата ыттисем те.

 

Уявра ҫавӑн пекех Нина Ивановнӑпа Николай Тимофеевич Тимофеевсене ылттӑн туй ячӗпе, Раиса Клементьевна Григорьевнӑна 60 ҫул тултарнӑ ятпа саламлӗҫ.

 

Уяв хӑнисене тутлӑ шӳрпе ҫитерӗҫ, чӑваш сӑрине ӗҫтерӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, [73]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.10.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Юпа, 31

1927
98
Волков Геннадий Никандрович, преподаватель, прозаик, публицист, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1971
54
Миттов Анатолий Иванович, живописец, график вилнӗ.
1976
49
Волкова Мария Андреевна, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
2002
23
Зайцев Алексей Степанович, СССР патшалӑх премийӗн лауриачӗ, производство йӗркелевҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ